Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Канаш районӗ

Республикӑра
Vdpo21.ru сайтри сӑн
Vdpo21.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула Чӑваш Енре ача-пӑча уйлӑхӗсем ӗҫлемеҫҫӗ. Канаш районӗнче вара уйлӑхра туйсем ирттерме тытӑннӑ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче паян калаҫнӑ.

Халӗ кафе-ресторансем те ӗҫлемеҫҫӗ. Ҫынсем вара туя ӑҫта тумаллине тупнӑ – ача-пӑча уйлӑхӗнче, «Космос» ятлинче. Унта йӗркене пӑснӑ пилӗк тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫавна май район администрацийӗн пуҫлӑхне служба тӗрӗслевӗ ирттерме хушнӑ. Анчах тӳре-шара йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем тупман.

«Чӑваш Енре сывлӑха ҫирӗплетмелли ача-пӑча уйлӑхӗсем ӗҫлемеҫҫӗ, «Вӑрманти юмах» ҫеҫ уҫӑ. Унта ачасем ҫук пулсан та массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть», - тенӗ оперштаб пуҫлӑхӗ Алла Салаева. «Муниципалитет туй ирттернӗ тӗслӗх тӗлӗшпе тӗреслев ирттернӗ те йӗркене пӑснине тупайман-и? Уйлӑх хупӑ, унӑн ӗҫлемелле мар, унта вара туйсем иртеҫҫӗ. Йӗркене пӑсни ҫук-и?» - тӗлӗннӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Канаш районӗн пуҫлӑхӗн хуравлама тивнӗ. Олег Алексеевич ача-пӑча уйлӑхӗнче мӗншӗн туйсем ирттернине уҫӑмлатма ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66004
 

Сывлӑх

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.

Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
svoboda.org сайтри сӑн
svoboda.org сайтри сӑн

Шупашкарта кашни кун тенӗ пекех ҫумӑр ҫӑвать. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкнӗ.

Утӑ уйӑхӗнче Канаш тӑрӑхӗнче 10 миллилитр ҫеҫ нӳрӗк ӳкнӗ. Патӑрьел районӗнче тата сахалрах - 4 миллилитр. Ку тӑрӑхсенче ҫӗр типсе кайнӑ. Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗреҫ, Канаш районӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ сыхланса юлнӑ-ха.

Ыран аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ, ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Пӑр ҫума, ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвартлӑхпа вӗрме пултарӗ.

 

Республикӑра
rb7.ru сайтри сӑн
rb7.ru сайтри сӑн

Канаш районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Суд ӑна 200 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.

Следстви палӑртнӑ, суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче савни пулнӑ хӗрарӑмӑн сӑнӳкерчӗкӗсене халӑх тетелӗнче унран ирӗк ыйтмасӑрах ӗҫтешӗсем патне янӑ, унта унӑн харпӑр пурнӑҫне пырса тивекен япаласем пулнӑ.

Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӑн 137-мӗш статйипе килӗшӳллӗн айӑпланӑ. Суд кӑларнӑ приговор хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65707
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ирхи 7 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшу машини аварие лекнӗ хӗрарӑм патне кайма тухнӑ. Анчах вырӑна ҫитеймен – хӑй те аварие ҫакланнӑ.

Васкавлӑ медпулӑшу машини УАЗпа ҫапӑннӑ. УАЗ ҫаврӑнса ӳкнӗ, вӑл тӳрех хыпса илнӗ. Тухтӑрсен машини те самаях сиенленнӗ.

Канаш хулинче пулнӑ аварие те, районта ҫул ҫинче сиксе тухнӑ аварие те васкавлӑ медпулӑшу бригадисем янӑ. Инкекре суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. УАЗ водительне вара вырӑнтах пулӑшнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машининче пулнӑ тухтӑра пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/65700#&gid=1&pid=5
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ чух ватти-яшши шыва кӗме васкать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче шыври хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явма ятарласа ларӑва пуҫтарӑннӑ.

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 19 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — икӗ ача.

ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров шыва путакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Муркаш районӗнче 9 ҫын шыва путса вилнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районӗнче — 3, Вӑрмар районӗнче — 2.

Инкексем ишме ирӗк паман вырӑнсенче пулса иртнӗ. Тепӗр тесен ялсенче: «Шыва кӗме юрамасть», — тесе асӑрхаттарнипех ҫырлахаҫҫӗ. Пӗве-кӳлле ятарласа хатӗрлеме васкамаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна ырламан.

 

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын интернет-аукционта 12 медальпе удостворени сутнӑ. Уншӑн вӑл 400 тенкӗ илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30, 40, 50 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ наградӑсем, «Георгий Жуков» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем наградӑсен хуҫисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пулнӑ, темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, наградӑсене пӳрт юсанӑ чухне ҫухатнӑ.

Патшалӑх наградисене сутнӑшӑн Канаш район арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 324-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх наградисене арҫын Шупашкарти пасарта темиҫе ҫул каялла туянни паллӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнче 15 ҫулти яш мопед рулӗ умне правсӑр ларнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ, мопеда штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

Шупашкарта та правсӑр ҫынсем руль умне лараҫҫӗ. Ун пек мотоциклиста асӑрхани пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Инстаграмра ҫырнӑ. Мотоцикла штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умне ӳсӗр пуҫпа ларакансем те йышлӑ. Шупашкарта, ав, паян ирпе ҫамрӑк хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Турра шӗкӗр, хӑй те, ҫуран ҫӳрекенсемпе ытти водитель те аманман, машина алӑкӗ ҫеҫ лапчӑннӑ. Сӑнпа пӑхма хӗрӗнкӗ пулни сисӗннӗ, апла пулин те ҫамрӑк хӗрарӑм эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CCx2Cu8J6kc/
 

Пӑтӑрмахсем
onlinetambov.ru сайтри сӑн
onlinetambov.ru сайтри сӑн

Канаш районӗнчи Сивҫырма ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти сусӑр арҫын шывра путса вилнӗ. Вӑл кӳршӗ ялти пӗвере шыва кӗнӗ.Сусӑрӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кун ҫеҫ тупнӑ.

Кӑҫал ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран шывра пулнӑ инкексен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Кӑҫал 19 ҫын шывра путса вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.

Кӑҫал Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ.

Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ.

33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ.

Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, ... 90
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ